﻿
   Чăвашла
----------------------------

===Ку япала çинчен===
Ку — HunSpell модульте усă курма юрăхлă сăмахсар. HunSpell модуле тĕрлĕ программăсенче орфографине
тĕрĕслеме усă кураççĕ. Тĕслĕхрен, OpenOffice.org уçă офис пакетĕнче, Mozilla Firefox браузерта, тата ытти
программăсенче.

===Лартмалла меслетсем===
* OpenOffice.org офис пакетĕнче: 
  Уçласа илнĕ *.dic тата *.aff файлĕсене C:\Program Files\OpenOffice.org 2.2\share\dict\ooo каталога копилемелле.
  Вăл каталограх dictionary.lst файла шыраса тупмалла та çак йĕркене хушмалла:

  DICT cv RU cv_RU 

  Халĕ вара OpenOffice.org офис ямалла. Е вăл ку вăхăтра ĕçленĕ пулсан, хупса çĕнĕрен ямалла. Асăрхăр: енчен те
  OpenOffice.org-а хăвăр яма пулăшакан япала (Быстрый запуск) ĕçлет пулсан, ăна та хупмалла. Малалла OpenOffice.org-ра
  çакăнта кĕмелле: "Сервис -» Параметры -» Настройки языка -» Языки". Кунта "Язык документов" валли
  "Чувашский", "Локальные настройки" валли "Чувашский" лармалла. Малалла çакăнта куçмалла:
  "Сервис -» Параметры -» Настройки языка -» Лингвистика -» Доступные языковые модули -» [Правка...]". Çĕнĕ
  чӳречере "Язык" валли "Чувашский" лартатпăр. Аялти чӳречере "[ ] OpenOffice.org Hunspell SpellCheker" тухĕ.
  Чанапа палăртман пулсан — палăртатпăр. ПУЛЧĔ!!! Чăваш чĕлхине тĕрĕçлемелли хатĕр ку сăмахсарпа ĕçлеме хатĕр!

===Кодлăх===
Ку сăмахсара UTF-8 кодлăх валли хатерленĕ. Сăмахсарта чăваш саспаллисем валли çак кодсене усă курнă:
ă — #258, #259
ĕ — #276, #277
ç — #199, #231
ӳ — #1266, #1267

Каярах, ытти тĕрлĕ кодсем валли те уйрăм кăларăмсем пулĕç.


===Сăмахсен ушкăнĕсем===
Ку сăмахсара хатерленĕ чухне çак ушкăнсене усă курнă/çине пайланă:
* A: хытă уçă сасăллă япала ячĕсем. Асăрхăр: вырăс чĕлхинчен улшанмасăр кĕнĕ сăмахсене уйрăм ушкăнсене кĕртмелле
* B: çемçе уçă сасăллă япала ячĕсем. Асăрхăр: вырăс чĕлхинчен улшанмасăр кĕнĕ сăмахсене уйрăм ушкăнсене кĕртмелле
* H: хытă уçă сасăллă глаголсем. Асăрхăр, ку ушкăна темиçе глагол кĕмест: пар, пыр, тăр, хур, шăр, яр. Вĕсем 
     валли уйрăм ушкăн пур: W
* G: çемçе уçă сасăллă глаголсем. Асăрхăр, ку ушкăна темиçе глагол кĕмест: йĕр, кĕр, кӳр, пер. Вĕсем 
     валли уйрăм ушкăн пур: V
* V: йĕр, кĕр, кӳр, пер глаголсем
* W: пар, пыр, тăр, хур, шăр, яр глаголсем     
* С: çемçе уçă сасăллă наречисем.     
* J: хытă уçă сасăллă наречисем.     
* F: çемçе уçă сасăллă паллă ячĕсем.     
* E: хытă уçă сасăллă паллă ячĕсем.
* D: местоименисем.     

Вырăсларан кĕнĕ япала ячĕсем валли уйрăм ушкăнсем пур:
* I: -а (-о, -я) çине пĕтекен /ударени юлашки сыпăк çине ӳкмест/ (культура, атака, аксеома, ладья) /юлашки çине ӳкет пулсан - А/
* M: -е çине пĕтекен /ударени юлашки сыпăк çине ӳкмест/ (училище) /юлашки çине ӳкет пулсан - А/
* N: -сть, -ись, -зь çине пĕтекен (промышленность, крепость)
* O: -ея çине пĕтекен (аллея, ассамблея)

===Сирĕн енчен пулăшу===
Эсир ку сăмахсара хатĕрлемешкĕн пулăшма пултаратăр. Çук сăмахсене пĕлсен вĕсене p-code@mail.ru ещĕк çине ярса пама пултаратăр.
Çавăн пекех сăмахсар пĕлмен сăмаха эсир çак скрипт урлă кĕртме пултаратăр: http://chuvash.org/cgi-bin/ooo.cgi . Вăл сăмахсене
маларах асăннă ещĕк çине те ярса пама пултаратăр.

===Хатĕрлекенсем:===
Çак çынсем хатĕрленĕ:
* Chuvash.Org пĕрлĕхе хутшăнакансем
* К. Малышев малтанхи вариантне хатĕрленĕ /орфографи словарĕнчен М саспалли таран кĕртнĕ/

Аффикссен файлне хатĕрленĕ чухне Л.П. Сергеевăн «Чăваш чĕлхи» справочникне усă курнă.

===Хушма ссылкăсем===
* http://hunspell.chv.su/ Сăмахсарăн юлашки версине кунта тупма пулать. Кунтах эсир текста тĕрĕслеме те пултаратăр.
* http://hunspell.sourceforge.net/ Hunspell кил страници.
* http://forum.chuvash.org/cgi-bin/ikonboard.cgi?act=ST;f=16;t=1450;st=0 — сăмахсара хатĕрленĕ вăхăтри канашлу.


   По-русски
-----------------------

===О продукте===
Это словарь для модуля HunSpell, который используется во многих программных продуктах. В частности,
в открытом офиссном пакете OpenOffice.org, браузере Mozilla Firefox и т.д.

===Установка===
* Для OpenOffice.org: 
  Зайти в C:\Program Files\OpenOffice.org 2.2\share\dict\ooo. Распаковываем файлы в этот каталог. Находим файл
  dictionary.lst в этом каталоге и добавляем строку /в конец/:

  DICT cv RU cv_RU

  Запускаем OpenOffice.org /или перезапускаем, если был запущен/. Помните, что нужно закрыть и модуль быстрого
  запуска OpenOffice.org! Далее переходим в меню: "Сервис -» Параметры -» Настройки языка -» Языки"
  Здесь ставим для "Язык документов" Чувашский, "Локальные настройки" тоже "Чувашский". Далее:
  "Сервис -» Параметры -» Настройки языка -» Лингвистика -» Доступные языковые модули -» [Правка...]"
  В новом окне: "Язык" - выбираем "Чувашский". В окошке ниже под Проверка орфографии появится 
  "[ ] OpenOffice.org Hunspell SpellCheker". Ставим галочку, если не стоит.
  Все, настроили. Готово для эксплуатации.

===Подготовили:===
В подготовке словаря участвовали:
* Участники сообщества Chuvash.Org
* Первоначальный вариант был подготовлен К. Малышевым /он ввел из орфографического словаря до буквы М/

===Дополнительные ссылки===
* http://hunspell.sourceforge.net/ Домашняя страница Hunspell.
* http://forum.chuvash.org/cgi-bin/ikonboard.cgi?act=ST;f=16;t=1450;st=0 — обсуждения при подготовке словаря.
